Тӗменти чӑваш пуканине ӑсталакан маттурсемпе вӑл тӑрӑхри «Тюменская область сегодня» (чӑв. Тӗмен облаҫӗ паян) интернет-хаҫат паллаштарнӑ.
«Тюменские чуваши берегут свадебный наряд весом пятнадцать килограммов» ят панӑ материалта Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ тӑван халӑх культурине упраса хӑварассипе хастар ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Аса илтерер, «Тӑван» ассоциацие унти аслӑ шкулта ӗҫлекен Ираида Маслова ертсе пырать. Пӗрлешӗве Чӑваш Енри Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен тухса кайнӑ Антоновсен ҫемйи (вӗсем — усламҫӑсем) те самай пулӑшать. Кун пирки Ираида Маслова ҫак йӗркесен авторне паян пӗлтерчӗ.
Тӗменти чӑваш культурин центрӗнче иртнӗ «Народная кукла своими руками» (чӑв. Хамӑр алӑпа халӑх пукани) маҫтӑр-класа та Ольга Антонова ертсе пынӑ.
Паян республикӑри тата тепӗр вырӑнта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнче, фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ӗнер модульлӗ ФАП Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялӗнче пурӑнакансем валли ӗҫлесе кайнӑччӗ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов, вырӑнти пуҫлӑхсем хутшӑннӑ.
Юлашки ҫулсенче ялсенчи кашни тӑваттӑмӗш ФАПа ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Ҫӗнӗ ҫул ҫитиччен тухтӑр ҫурчӗсем ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче, Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Аксарин ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачурара уҫӑлмалла. Ҫӗрпӳ районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр тӑватӑ фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартмалла. Вӗсене те хӑвӑрт тӑвакан мелпе хӑпартса лартӗҫ.
Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-7-мӗшӗсенче республикӑра «Чӑваш Енри Ҫӗнӗ ҫул ҫулҫӳревӗ» акци иртет. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.
Кунашкал акци Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш хут иртет. Кӑҫал ҫулҫӳреве Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр хулисенче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче йӗркелӗҫ. Халӗ вӗсем хӑнасем валли уяв программине хатӗрлеҫҫӗ.
Ку акци – чӑн-чӑн квест. Унта хутшӑнакан кашни ҫын «Туристӑн Ҫӗнӗ ҫул карттине» тивӗҫӗ, района е хулана ҫитсен унта паллӑ тӑвӗҫ. Пилӗк хула-района тата Шупашкарти хӗл Мучин резиденцине ҫитнӗ ҫынна хаклӑ парнепе хавхалантарӗҫ.
Улатӑр хӑнасене кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче йышӑнӗ. Таврапӗлӳ музейӗнче тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнасем арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирне ҫитсе курӗҫ. Кунсӑр пуҫне Улатӑрта хӑнасем конькипе, йӗлтӗрпе, «пӳремечпе» ярӑнӗҫ. Ку кӑна мар, туристсем валли ытти мероприяти те пулӗ.
Республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ ҫынсен йышӗ 1,5 ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал ҫак чирпе нушаланакан 46 ҫын нумайрах. Пӗтӗмпе кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 277 тӗслӗхе шута илнӗ. Палӑртмалла: юпа уйӑхӗнче 31 тӗслӗх тупнӑ.
ВИЧ-инфекциллисем ытларах Шупашкарта (14 ҫын), Ҫӗнӗ Шупашкарта (10 ҫын), Вӑрмар тата Муркаш районӗсенче (2-шер ҫын), Канаш хулинче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче (1-ер тӗслӗх).
Сӑмах май, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 8-мӗшӗччен Роспотребнадзор ВИЧ-инфекци профилактики енӗпе «хӗрӳ лини» ирттерет. Ыйтусем пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлама май пур: (8352) 58-51-66, 8-903-358-88-51
ШӖМӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи уйрӑмӗнче ӗҫлекен участковӑй Татьяна Осокина «Халӑх участковӑйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн финалне лекнӗ.
Финал чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен иртӗ. Ҫак тапхӑрта «Халӑх участковӑйӗ» ята илессишӗн чи лайӑх участковӑйсем тупӑшӗҫ. Финал сасӑлав мелӗпе иртет. Татьяна Осокинӑшӑн эсир те сасӑлама пултаратӑр: https://www.kazan.kp.ru/daily/26750/3780121/?show.direction=future.
Татьяна Осокина ҫынсене яланах пулӑшма хатӗр. Чылай чухне ҫынсем ун патне килти лару-тӑру пирки те калаҫма килеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне питӗ юратать.
Конкурсра мала тухнисене РФ ШӖМӗ парнепе, грамотӑпа хавлахатарӗ. «Халӑх участковӑйӗ» ята тивӗҫнӗ ҫынна вара «УАЗ «Патриот» парӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче пысӑк инкек пулнӑранпа 56 ҫул ҫитнӗ. 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче шкулта уява ячӗпе концерт иртнӗ, пӳлӗме ачасем, вӗрентекенсем пухӑннӑ. Ӑнсӑртран пушар тухнӑ, хӗвӗшӳ пуҫланнӑ.
Ҫав хӑрушӑ кун 3-15 ҫулсенчи 106 ачан тата 4 вӗрентекенӗн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.
Хуракассисем кашни ҫулах чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пушарта вилнисене асӑнса митинг ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та унта МЧС ӗҫченӗсем, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн ӗҫченӗсем, Хуракасси ялӗнчи ҫынсем хутшӑннӑ, вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечексем хунӑ.
Кӗркуннехи каникул вӗҫленсенех Хуракасси шкулӗнче вӗренекенсемпе МЧС ӗҫченӗсем тӗл пулӗҫ, «Асӑрханӑр – ҫулӑм!» темӑпа калаҫу ирттерӗҫ.
Прокуратура коррупципе вӑйлӑрах кӗрешесшӗн. Ведомство ЧР ШӖМне коррупци преступленийӗсене тупса палӑртас тӗллевпе вӑйлӑрах ӗҫлетӗр тесе предствалени ҫырнӑ.
Статистикӑна илес тӗк, кӑҫалхи 9 уйӑхра коррупци преступленийӗсене тупса палӑртас, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, чӑнах та пӗчӗкленнӗ. Пӗтӗмпе 207 преступлени уҫӑмланнӑ. Кӑҫал сӗтевпе ҫыхӑннӑ 8 ҫынна ҫеҫ тытса чарнӑ. Пӗлтӗр 52 пулнӑ. ЧР прокуратури шухӑшланӑ тӑрӑх, полици япӑхрах ӗҫленӗрен преступленисене уҫӑмлатасси чакнӑ.
Прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче коррупцие тупса палӑртас ӗҫе вӑйлатнӑ. Ку таранччен следовательсем патне 32 материал янӑ. Вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 25 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӑмах май, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе следстви пырать. Вӑл ҫӗр лаптӑкне коммерци организацине суту ирттермесӗрех панӑ, ҫапла майпа ял тӑрӑхне 19 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ паллиативлӑ уйрӑм чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хупӑнать. Вӑл Республикари онкологи диспансерӗн уйрӑмӗ шутланать.
Уйрӑмра 30 ҫын вырнаҫайнӑ. Унта онкологи патлогийӗ ҫук ҫынсене тӳлевлӗ вырттарнӑ. Паллиативлӑ уйрӑма мӗншӗн хупаҫҫӗ-ха? ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Энгельс урамӗнчи ҫурта авариллисен йышне кӗртнӗ.
Тӑватӑ хутлӑ пульницӑна «СервисСтройПроект» тӗрӗсленӗ. Вӑл ӑна авариллӗ лару-тӑрура тесе йышӑннӑ. Ҫавна май уйрӑма Гладков урамӗнчи паллиативлӑ пулӑшу паракан уйрӑмпа пӗрлештерме йышӑннӑ. Хӑш-пӗр койкӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнчи уйрӑма парӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл пысӑк ҫӗр лаптӑкӗсене саккуна пӑсса сутнӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе вӗҫленӗ, ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суту-илӳ тумасӑрах коммерци организацине виҫӗ ҫӗр лаптӑкне тара панӑ. Лаптӑк пӗтӗмпе 1,5 миллион тӑваткал метр йышӑннӑ. Тепӗр виҫӗ уйӑхран хайхискер ҫӗре 750 пин тенкӗпе сутса янӑ. Чӑн хакӗ вара 20 миллион тенке яхӑн пулмалла. Ҫапла вӑл хака 26 хут пӗчӗклетнӗ, хыснана тӑкак кӳнӗ.
Халӗ ҫӗре патшалӑх харпӑрлӑхне тавӑрса панӑ. Экс-пуҫлӑх вара тӑкака хӑйӗн ирӗкӗпе саплаштарнӑ.
Ӗнер Шупашкарта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль тӑвас ыйтупа канашлу ирттернӗ. «Скоростные магистрали» предприятин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Федор Лычагин пулас проектпа паллаштарнӑ.
«Мускав – Хусан» магистраль Шупашкарпа иртӗ.
Вӑл ҫула «Евразия» груз турттаракан магистралӗн пӗр пайӗ пуласси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл Пекинпа Берлина ҫыхӑнтармалла. «Эпир Китайран Европӗрлӗхе тавара 2–3 талӑкра ҫитересшӗн», — тенӗ Федор Лычагин.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссен магистралӗ Чӑваш Енре 115 км тӑршшӗ пулӗ. Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсемпе иртӗ.
Канашлура магистраль иртмелли участоксене уйӑрас ыйтӑва та хускатнӑ. Ку енӗпе муниципалитетсен халӑхпа та ӗҫлемелле, ҫул валли ҫӗр кирлине ҫынсене ӑнлантарса памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |